Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ача садĕнче – виçĕ ушкăн

08:48 26 октября 2013 г.

 

Район хаçачĕн ял тăрăхĕнчи йăлана кĕнĕ кунĕнче эпир Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасем патне те кĕрсе тухрăмăр. Питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕ пире ача сачĕн заведующийĕ Елена Геннадьевна Фадеева, пирĕн ыйтусене тулли хуравсемпе тивĕçтерчĕ.

1979 çулта кивĕ ача садĕнче ĕçлеме пуçланăскер, 1984 çулта çĕнĕ, хăтлă çурта куçса паянхи кунчченех вăй хурать Е. Фадеева. Кĕтмен çĕртен темĕнле чăрмав та сиксе тухнă çав çулсенче, анчах вăл хăйĕн шанчăклă та тимлĕ ĕçтешĕсемпе пур йывăрлăхран та тухма пултарнă. Кăçалхи çул, акă, ача сачĕ 54 ача йышăннă. Вĕсене 3 ушкăна пайланă. Пĕчĕкскерсене сăпайлăха, ĕçченлĕхе вĕрентессишĕн 5 воспитатель яваплă, Е. Елегонова, Н. Федорова, О. Константинова, Л. Васильева, Н. Карпова. Вĕсен хушшинче ятарлă курссем хыççăн аслă категорие тата пĕрремĕш категорие тивĕçнĕ специалистсем те пур.

Калаçу пынă май Е. Фадеева воспитательсен пулăшаканĕсене те ырă сăмахпа асăнса хăварчĕ. Вĕсем виççĕн, А. Ильина, А.Соловьева тата Н. Гордеева. «Вĕсем те ачасен вĕренÿ процесне ырă витĕм кÿреççĕ, анчах ĕç укçин шайĕ воспитательсен анчах ÿсни кăмăлсăрлантарать ĕнтĕ», – палăртрĕ тимлĕ заведующи.

Пурте тăрăшуллă ĕçлеççĕ кунта. Прачечнăйра ĕçлекен Н. Никифорова ачасем кăнтăрлахи апат хыççăнхи кану вăхăтĕнче таса вырăн çинче çывăрччăр тесе тăрăшать. В. Кириллов тата Н. Белов хуралçăсем пĕчĕкскерсен хăрушсăрлăхне упраса сыхă тăраççĕ. А. Кириллова медсестра, ачасен сывлăхĕшĕн яваплăскер, пĕчĕккисем валли нормăсене тивĕçтерекен усăллă тата тĕрĕс апатлантару менювĕ хатĕрлет. Н. Иванова тата О. Архипова поварсем вара апатне унпа килĕшÿллĕн тутлă пĕçерсе çитереççĕ. Районти ача сачĕсенчен нумайăшĕ Канаш хулинчи апат-çимĕç тăратакан предприниматель пулăшăвĕпе усă кураççĕ иккен.

Ача садĕнче ĕçлекенсенчен кашниех хăйĕн ĕçне тимлĕ те килĕшÿллĕ, умри яваплăха туйса пурнăçланине эпир хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Кунта кĕркуннене халалласа хатĕрленĕ ирхи уяв тĕлне çитнĕрен пĕчĕкскерсен пултарулăхĕпе те паллашрăмăр. Кашни ушкăн С. Сергеева музыка ертÿçи пулăшнипе курма килнĕскерсене савăнтарчĕ. Воспитательсем, вĕсен пулăшаканĕсем ачасемпе нумай ĕçлени сисĕнчĕ.

О. ДАНЬКОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика