08:45 26 октября 2013 г.
Ялсенчи почта çыхăну уйрăмĕсем çынсем чи нумай çÿрекен вырăнсенчен пĕри шутланаççĕ. Акă, Урхас Кушкăри Светлана Алексеевна Терентьева ертсе пыракан почта çуртне те çынсем ир-ирех çитеççĕ. Нумайăшĕ кунта тĕрлĕ коммуналлă тивĕçтерÿсемшĕн тÿлевсем тăвать, хаçат-журнал çырăнать. Çырăнтару темине хускатнă май Светлана Алексеевна (вăл почтăра 17 çул ĕçлесе пуян опыт пухнă, малтан почтальон, каярах-оператор, халĕ 5 çул ĕнтĕ – почта уйрăмĕн начальникĕ) хăй ертсе пыракан коллектив çинчен хавхаланса каласа пачĕ, «Пилĕк почтальон ĕçлет пирĕн уйрăмра, пурĕ 13 яла почта тивĕçтерĕвĕсене илсе çитереççĕ вĕсем. Лариса Ильина, Владислав Иванов, Василий Плотников чылай çул хушши хăйсен пурнăçне çыхăну уйрăмĕпе çыхăнтарнă. Любовь Кольцован почтăри ĕç стажĕ 20 çултан та иртнĕ ĕнтĕ. Зинаида Шевнина почтальон сумкине çакни 2 çул çех çитнĕ пулин те, ĕçтешĕсен опытне вĕренсе пырса аван кăтартусемпе савăнтарать.
Çитес 2014-мĕш çулăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма планпа пирĕн уйрăмăн 1277 экземпляр тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтармалла. Паянхи кун тĕлне 965 экземпляр çырăнтарнă та ĕнтĕ. Нумаях пулмасть (юпа уйăхĕн 8 -18-мĕшĕсенче) Раççей Почти Пĕтĕм Раççейре ирттернĕ çырăнтару вунăкунлăхĕнче пирĕн почтальонсем чăннипех те палăрмалла кăтартусем турĕç. Канмалли кунсене пăхмасăрах, хăйсен вăхăтне шеллемесĕрех çирĕплетнĕ ялсенче çырăнтару ĕçĕпе çÿрерĕç. Ара, пурте юратнă хаçат-журнала малашне те илсе тăма çыхăну уйрăмне çитсе килме ерçеймеççĕ-çке. Вĕсем патне вара почтальонсем хăйсем кĕрсе тухаççĕ, кăмăллакан кăларăмсене çырăнтараççĕ. Акă, Л. Кольцова Тури Упакассинче пĕр кун хушшинче тенĕ пек 57 экземпляр хаçат-журнал çитес çулта илсе тăма ял çыннисене çырăнса панă».
Районта тухса тăракан «Пи-рĕн сăмах « хаçата та хапăлласа вулаççĕ ку тăрăхри ял çыннисем. Хальхи вăхăтра район хыпарçине 130 экземпляр илсе тăраççĕ. Çитес çул та çак кăтарту аван пулмаллине кунти почтальонсем çирĕплетсех калаççĕ. Почта уйрăмĕнче ирттернĕ çырăнтару вунăкунлăхĕнче те чылайăшĕ «Пирĕн сăмах» хаçата суйласа илчĕç. Кĕçех район хыпарçин тусĕсен йышĕ Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн педагогика ĕçченĕсен шучĕпе те пуянланĕ. Вĕрентекенсем кашни тапхăртах активлăх кăтартаççĕ.
Çĕнĕлĕх те пур почта уйрăмĕнче, электричество çутипе усă курнин кăтартăвĕсене кашни çемье ятарлă ещĕке хушамачĕсене палăртса хурать. Çакна кашни уйăхăн 23-мĕшпе 26-мĕшĕнче пуçтараççĕ. «Пухăннă кăтартусене эпир Çĕнĕ Шупашкарти энергипе тивĕçтерекен компание ярса паратпăр. Вĕсем вара тÿлев хучĕсене пире тавăрса параççĕ, почтальонсем ял тăрăхĕнчи çынсем патне илсе каяççĕ», – тесе пĕлтерчĕ Светлана Алексеевна.
Хальхи вăхăтра ăшăпа тивĕçтермеççĕ çыхăну уйрăмне (çавăн пекех перекет кассине те), çакăн пирки кăшт ÿпкелешрĕç пулин те, ĕçри хастарлăха чакарасшăн мар-ха урхаскушкăсем.
Г. ТРИФОНОВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики