Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нумай хваттерлĕ çуртсен паспорчĕ – ЖКХ порталĕнче

08:43 26 октября 2013 г.

 

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыракан В. Григорьев ертсе пынипе нумай хваттерлĕ çуртсен электронлă паспорчĕсене Чăваш Республикин пурăнмалли коммуналлă хуçалăх (ЖКХ) порталĕ çине вырнаçтарасси тата ача-пăча площадкисене тĕрĕслесе капиталлă юсав тăвас ыйтусемпе канашлу иртрĕ. Унăн ĕçне управляющи компанисен, ТСЖ, ăшăпа, шывпа, электричествăпа тивĕçтерекен организацисен ертÿçисемпе ĕçтешĕсем, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Раççей Федерацийĕн Правительствин 23. 09.2010 çулхи 731" Постановленийĕпе килĕшÿллĕн управляющи организацисен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Интернетри официаллă сайт урлă уçса памалла. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен чылайăшне ЖКХ порталĕнче регистрациленĕ. Çакă нумай кирлĕ ыйтусене кĕске хушăра татса пама май парать, çавăнпа та çуртсене регистрацилес ĕçе çывăх вăхăтрах вĕçлемелле, тесе пĕлтерчĕç канашлăва хутшăннисене.

Тепĕр ыйту çине куçнă май ача-пăча площадкисенче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине, ачасене аманассинчен сыхлас ĕç епле пынине тимлерĕç. Кирлĕ оборудование юсамалла, юрăхсăра тухнисене сÿтсе пуçтармалла терĕç.

ПИРĔН КОРР.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика