Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Электронлă пулăшу пенсионерсемшĕн те майлă

08:42 26 октября 2013 г.

 

Районти Культура çуртĕнче «Аслă ăрури çыннăн хальхи пурнăçри вырăнĕ» темăпа ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртнĕ. Çавна май район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче патшалăх пулăшăвĕн ĕçĕсене электронлă майпа йĕркелес енĕпе пенсионерсемпе секци занятийĕ ирттернĕ. Çĕнĕ система черет вăхăтне чакарма май парать, пулăшу ĕçĕсене ытти енĕпе те лайăхлатать.

Район администрацийĕн информатизаци пайĕн пуçлăхĕ А. Борисов тата ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Л. Николаева конференцие пухăннисене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕн Пĕрлĕхлĕ порталĕн ĕçĕпе паллаштарнă, çавăн пекех он-лайн йĕркипе паракан заявка тĕслĕхне кăтартса панă.

Çапла вара ку чухнехи техникăпа усă курма кăмăллакан пенсионерсем те килтен тухмасăрах патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Вĕсем халĕ Сĕнтĕрвăрринче халăха патшалăх пулăшăвĕ парас енĕпе нумай функциллĕ центр уçăлни çинчен те пĕлеççĕ.

Л. НИКОЛАЕВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика