09:32 22 июля 2013 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ тунтикунхи ларăвăн кун йĕркинче пĕтĕмпе те икĕ ыйту çеç пулчĕ. Анчах иккĕшĕн те пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕрин – уйрăмах, ларура республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă.
Вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджетне пысăклатма йышăнни Федерацин каялла тавăрса памалла мар йĕркепе килекен хушма укçипе сăлтавланнине пĕлтерчĕ. Çапла вара çĕнетнĕ бюджетăн тупăш виçи 34, 8 млрд. тенкĕ ытларах пулать. 4, 9 млрд. тенке яхăн хушăнать - ÿсĕм 16, 3 :-па танлашать.
Михаил Геннадьевич хушма укçа бюджетăн хăш статйисене тĕревлеме каяссине пайăррăн палăртрĕ. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх 935 млн. тенкĕ илет. Социаллă инфратытăм валли – 1, 1 млрд. тенкĕ. Кунта – ача сачĕсем тăвасси тата юсасси, коммуналлă инфратытăм объекчĕсене юсасси, физкультурăпа спорт комплексĕсене оборудованипе тивĕçтересси... Граждансен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетме – тата 290 млн. тенке яхăн. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем те хушма пулăшу илĕç. Информаципе навигаци тытăмĕсене аталантарма, çынсене юхăнчăк çуртсенчен куçарма та хушма укçа пулать.
Н. КОНОВАЛОВ.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики