Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » М. Игнатьев граждансене йышăннă

07:49 08 июня 2013 г.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Д. Медведевăн обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Галина Абрамова. тĕслĕхрен. вырăс шкулĕсенчи 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли чăваш литературин учебникĕсене чăвашла кăларассипе интересленнĕ. Аслă классенче чăваш литературине халлĕхе вырăсла кĕнекесемпе вĕрентеççĕ.

М. Игнатьев чăвашла учебниксен авторне асăннă кăларăмсен патшалăхăн федераллă пĕлÿ стандарчĕсемпе килĕшсе тăма кирли çинчен пĕлтернĕ. Шкулсене çĕнĕ учебниксемпе тивĕçтерме кăçал 196960.2 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх. республикăри 313 шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. «Чăваш чĕлхи çавăн пекех патшалăх чĕлхи пулнă май ăна кашни ачан пĕлмелле». – çапла палăртнă М. Игнатьев. – Патшалăх политики çав çул-йĕре тытса пырать те.

Шупашкарта пурăнакан Лидия Василенкова вара 249-мĕш номерлĕ автобус маршручĕн (хула масарне илсе çитерет) билет хакне 16 тенкĕ таран йÿнетмелли майсене пăхса тухма сĕнет. Хальхи вăхăтра икĕ майпа туянакан билет хакĕсем 35 тата 40 тенкĕ шутланаççĕ. çакă. паллах. питĕ хаклă.

М. Игнатьев хула администрацине тĕн уявĕсенче (тĕслĕхрен. çимĕк) пассажирсене асăннă маршрутпа йÿнĕрех тарифсемпе илсе çÿреме укçа-тенкĕ уйăрма сĕннĕ. «çамрăк ăру мăн аслашшĕсене асра тытса. хисеплесе пурăнать пулсан. тĕрĕс воспитани илет». – тенĕ юлашкинчен Михаил Васильевич.

Хула çыннисемсĕр пуçне. республика Пуçлăхне районсенче пурăнакансем те тĕрлĕрен ыйтусем панă. Элĕк районĕнчи Юрий Филиппов. акă. çулавăç ялĕнчи Школьная урама электрификацилес ĕçе вĕçлеме пулăшма ыйтнă. М. Игнатьев кашни ыйту çинех тулли хуравсем панă.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХĔН АДМИНИСТРАЦИЙĔН ПРЕСС-СЛУЖБИ

?

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика