07:50 08 июня 2013 г.
Район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче право йĕркине пăсасран профилактика ĕçĕсем тăвакан комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ларăва комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев уçнă, вăлах ертсе пынă.
Кунта пухăннисем малтан çак профилактика субъекчĕсен Чăваш Республикин муниципалитет районĕсенчи тата хулисенчи 2013 çулăн пĕрремĕш кварталĕнчи ĕçĕпе паллашнă, çавăн пекех хамăр районти проблемăллă самантсем çинче чарăнса тăнă. Ун хыççăн районти тата ял тăрăхĕсенчи комиссисен, çула çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин кăçалхи пĕрремĕш кварталта пурнăçланă ĕçĕсене тишкернĕ.
Комисси председателĕ Ю. Моисеев ку енĕпе çамрăк ачасем хушшинче туса пыракан профилактика ĕçĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
РФ Шалти ĕçсен министерствин «Мариинско-Посадский» муниципалитет уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Димитриев ларăва пухăннисене районти лару-тăрупа паллаштарнă. Шел пулин те, пĕрремĕш кварталта право йĕркине пăснă тĕслĕхсем тата преступленисем нумайланнă.
Комисси членĕсем нумай ыйту сÿтсе явнее, совет ĕçне вăйлатма кирлине палăртнă.
Кăçалхи çу уйăхĕнче право йĕркине пăснăшăн администраци енĕпе штраф тÿлемелли вăхăта палăртмалли улшăнусем çинчен тата çав штрафа вăхăтра тÿлеменнишĕн явап тыттармалли çĕнĕ майсем çинчен калакан федераллă саккун вăя кĕнĕ. Малашне йĕркене пăснăшăн администраци енĕпе штраф хунă çыннăн ăна тивĕçлĕ постановлени вăя кĕнĕ кунран пуçласа 60 кунран кая юлмасăр тÿлемелле пулать. Малтан çав штрафа тÿлемелли вăхăт икĕ хут кĕскерех пулнă.
Е. ИВАНОВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики