Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тасалăхпа тирпейлĕх çинчен

16:18 26 апреля 2013 г.

 

Депутатсен Сĕнтĕрвăрри район Пухăвĕн тата Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн депутачĕсемпе, администраципе хула тăрăхĕн работникĕсемпе, хула организацийĕсемпе предприятийĕсен ертÿçисемпе, урам комитечĕсен председателĕсемпе, нумай хваттерлĕ çуртсенче уйăрса лартнă яваплă çынсемпе Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн территорине тирпей-илем кĕртес ыйтупа канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев уçнă, вăлах ертсе пынă. Вăл юр ирĕлнĕ май çĕр питне варалакан çÿп-çапа хăвăрт тасатма чĕнсе каланă, зала пухăннисен çак ĕçре пысăк активлăх кăтартма кирлине палăртнă. Хула тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Л. Пьяночкина темăна малалла тăснă. Çуртсен таврашĕнче те, хăйсен урамĕсенче те, предприятисемпе организацисен умĕсенче те тасату-тирпейлÿ ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелле.

Çĕнтерÿ уявне хатĕрленесси кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту пулнă. Ку темăпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – организаци ĕçĕн пай пуçлăхĕ К. Федорова сăмах каланă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче митинг 10 сех. пуçланмалла.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пирĕн районта ĕç династийĕсене чыслаççĕ. Кун çинчен культура пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Л. Шалахманова теплĕн каласа пачĕ.

«Кăвак хум- 2013» эрни иртнĕ май «Мариинский» ФСК директорĕ О. Семенов унăн итогĕсене тунă, спорт мероприятине активлă хутшăннă организацисене палăртнă, япăххисене те асăнмасăр иртмен.

Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев хăй вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçленĕ Т. Пироженкăна тата район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ИМЦ заведующине И. Юшковăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсене парса чысланă.

ПИРЕН КОРР.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика