Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » В. Путин ыйтусем çине хуравланă

16:16 27 апреля 2013 г.

В. Путин ыйтусем çине хуравланă

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ «Тÿрĕ лини» çĕршывăн миллионшар гражданне каллех сенкер экрансем умне пухрĕ, Интернет урлă Президентпа çыхăнтарчĕ. 2001 çултанпах пыракан «Тÿрĕ лини» (ун чухне вăл 2 сехет ытла тăсăлнă) яланхи йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. 2011 çулта вара Раççей гражданĕсем панă нумай-нумай ыйту В. Путин Президента 4 сехет çурă хуравлама хистенĕ. Вăхăт енĕпе илес пулсан, кăçалхи ака уйăхĕнчи эфирта Владимир Владимирович 5 сехете яхăн хуравланă, хăйне евĕр рекорд лартнă. Мĕнпурĕ журналистсем тĕрлĕ майпа 3 миллион ытла ыйту илнĕ. Президент çакнашкал «Тÿрĕ лини» кирлĕ тата вырăнлă тесе шутлать. Юлашки мероприяти те çакна лайăх çирĕплетет. Тÿрех каламалла, тĕрлĕ енлĕ, интереслĕ те çивĕч ыйтусене кура вĕсенчен пĕри те хуравсăр тăрса юлман. Чи пысăк ыйтусен ушкăнĕн шутĕнче социаллă политика темине асăнмалла. Кунсăр пуçне, коррупци тата терроризм, ЖКХ системин халăха çырлахтарман енĕсем демографи аталанăвĕ, нумай ачаллă çемьесене тата тăлăхсене усрава илекен çемьесене пулăшасси, пенси системине çĕнетсе лайăхлатасси – пурте вĕсем хуравсене тивĕçнĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика