10:20 06 апреля 2013 г.
Çак куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприятисем пулса иртрĕç. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче те вĕсене пысăк тимлĕх уйăрчĕç.
Сывлăха реабилитацилекен медицинăн республикăри центрĕн специалисчĕсем хулари 1-мĕш номерлĕ гимназире халăха йышăнчĕç.
А. Тимофеевăпа Н. Пентелькова – гимназири «Стимул» волонтер ушкăнĕн ертÿçисемпе çамрăк волонтерсем Сывлăх кунне пуçтарăннă çынсене хапăлласа кĕтсе илчĕç. Вĕсене Чăваш Ен тĕп хулинчен килсе çитнĕ медицина специалисчĕсем патне ăсатрĕç, кирлĕ хатĕрленÿсем тума пулăшрĕç. Чи малтанах «шурă халатлисем» пуçтарăннисем валли сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнас тĕлĕшпе тата сывлăхлă пуласлăха суйласа илекенсен йышĕ хутшăнсах пытăр тесе кăсăклă лекци ирттерчĕç. Кайран кăмăл тăвакансем хăйсен сывлăхне çĕнĕ медицина оборудованийĕсем çинче тĕрĕслерĕç, юнри глюкозăпа холестерин шайне виçрĕç, кĕлетке тÿртĕмĕн мышцисемпе çу шайлашăвне, сывлăш çулĕсен вăйне, юн тымарĕсемпе чĕре ĕçне, организмăн малашлăх резервĕпе куçри юн пусăмне тата ытти те. Юлашкинчен тест витĕр тухнă çынсем асăрхаттарусемпе сĕнÿсемлĕ «Сывлăх карттине» алла илчĕç.
Çак кун хăйсен сывлăхне тÿлевсĕр тĕрĕслеттерекенсен йышĕ çĕре яхăн пулчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурнас кăмăллисем те чылайланчĕç.
Г. ТРИФОНОВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики