10:13 06 апреля 2013 г.
Иртнĕ кĕçнерникун Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Унта çурхи ака ĕçĕсене йĕркеллĕ хатĕрленсе пахалăхлă ирттересси пирки сăмах пынă. Михаил Васильевич çак енпе вырăнта йĕркеленекен ятарлă штабсене ертсе пыма район администрацийĕсен ертÿçисене хăйсене чĕнсе каланă. Кăçалхи çанталăк условийĕсем çуракине кĕске вăхăтра вĕçлеме хистеççĕ.
Çурхи акана хатĕрленес ĕçсем районта пурнăçланаççĕ, анчах та пур хуçалăх та кирлĕ хăвăртлăхпа палăрмасть. Çÿлерех асăннă кун тĕлне районта 761 тонна минераллă удобрени пулнă. Çакă - кирлĕ виçен 52,4:. «Аксаринский», «Бичуринский», «Восток», «Звезда», «Рассвет» хуçалăхсем çав тапхăр тĕлне кирлĕ запаслă пулман.
Акмалли вăрлăх, пĕтĕмĕшле илсен, районта çителĕклĕ. Унăн пысăк пайĕ кондициллĕ, элита вăрлăх та туяннă. Çавах та «Бичуринский», «Звезда» СХПКсенче акмалли вăрлăх пĕр тонна та çук-ха.
Машинăпа трактор паркĕсенчи техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартас ĕçе те вĕçлемелле.
И. АНДРЕЕВА.
Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики