00:00 27 октября 2012 г.
Пăрлă çумăрпа килнĕ çил-тăвăл кăçалхи çулла М. Тагеев фермер хуçалăхĕнчи ялхуçалăх культурисене самай сиен кÿчĕ. Çавах та уйрăм тымарçимĕçсем çанталăк кăтартнă инкеке пăхмасăр юлашки уйăхсенче тепĕр хут вăй илме пултарчĕç. Çитĕннин тухăçĕ çукрах пулин те выльăх тытакан ялхуçалăх предприятийĕшĕн вăл пач та ытлашши мар. Çакна кура иртнĕ кунсенче фермера пулăшма уй-хире вырăнти халăх тухнă. Çак пархатарлă ĕçе ваттисем те(тĕслĕхрен, А. Афанасьева, акă, 80 çул тултарнă, Е. Михайлова та 75 çула çывхарать), çамрăккисем те активлă хутшăннă. Октябрьски ял администрацийĕ культура ĕçченĕсемпе хăйне майлă субботнике пĕрлехи коллективпах тухнă. Фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем хăйсем те выльăх кăшманĕн пуссинче тĕслĕх кăтартнă.
Вăхăтлăха пулсан та вĕсем пуçтарса кĕртнĕ тымарçимĕç фермăри ĕнесен (паянхи кун пăрусен шучĕпе пĕтĕмĕшле выльăх йышĕ 200 пуçа çитнĕ) апат рационне пуянлатма май памалла.
Н. СЕРГЕЕВА.