Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пăрусем валли - сĕт "таксийĕ"

00:00 27 августа 2011 г.

Районти ялхуçалăх предприятийĕсен выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле кĕрес умĕн шал тата тулаш енчен шуратма, çавăн пекех дезинфекцилеме кирли çинчен хаçатра эпир пĕрре мар аса илтернĕччĕ. Ку тĕлĕшпе районта ятарлă уйăхлăх та иртет. Вăл вĕçленес умĕн, урăхла каласан, çак тапхăр тĕлне хуçалăхсенчен нумайăшĕ ку ĕçе туса ирттернĕ.

Выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене тăтăш тĕрĕсленĕ май, модернизаципе реконструкци ĕçĕсем уйрăмах Шуршăлти "Нам ЭКО" ОООра анлăн пурнăçланаççĕ. Çапла тума çăмăллăхлă инвестици проектне хутшăнни май парать. Нумаях пулмасть кунта сĕт сумалли çĕнĕ йышши хатĕр тата çамрăк выльăхсене апатлантармалли сĕтелсем вырнаçтарнăччĕ. Вĕсем çумне тата тепĕр çĕнĕлĕх те хутшăнчĕ, тин çеç кун çути курнă пăрусем валли хуçалăх сĕт "таксийĕсем" туяннă. Вĕсенче сĕт апачĕ турттараççĕ. Кунашкал савăтра яланах ятарлă температура тытăнса тăрать тата апачĕ те кирлĕ пек виçеллĕ.

И. АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика