00:00 08 августа 2011 г.
Ĕне пурри - çур пурнăç, тесе ахальтен каламан пулĕ çав ĕлĕкхи ăслă чăвашсем. Юлашки çулсенче ялхуçалăх продукцийĕн хакĕ йÿнелсе пынине пула выльăх-чĕрлĕхĕн пĕлтерĕшĕ чакрĕ пулин те ÿркенмен ял çынни пурпĕр унпа уйрăлма шутламасть. Унăн йышне упраса хăварас тĕлĕшпе патшалăх та хăйĕн тÿпине хывма тытăнчĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка шута хурса, ĕне тытакан ял çыннисене выльăх апачĕ туянма субсидипе тивĕçтерчĕ. Пулăшуллă укçа суммин пĕр пайне ял халăхĕ кăçалхи çуркунне алла илчĕ пулсан, хальхи тапхăрта унăн патне черетлĕ пайĕ çитмелле. Атăлçи ял хутлăхĕнче хальхинче тÿлевсĕр субсидие 133 çын илмелле. Вĕсем пурте - ĕне-выльăх тытакансем. Чылайăшĕ пĕрер çеç мар, икшер-виçшер пуç та тытать. Кун пеккисен шутĕнче, тĕслĕхрен, Чермĕшре пурăнакан Н. Герасимова, А. Иванова, Г. Герасимов, Кĕçĕн ¤стакассинче пурăнакан Т. Александрова, ¤стакассинчи И. Павлова, А. Великанов, В. Шумова тата ыттисем те. Виçĕ ĕне усракан Н. Рябчиков вара - Кĕçĕн ¤стакасси паттăрĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе( малтанхи хутĕнче 1100 тенкĕ илнĕ, хальхинче 1700 тенкĕ çитмелле) кăмăллă ялти ĕçченсем. Кунашкал тимлĕх уйăрасса малалла та шанаççĕ вĕсем.