Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи йышпа типтерленĕ

00:00 06 августа 2011 г.

Паян ¤стакассинче пурăнакансем тăван ял уявне ирттереççĕ. ¤на хатĕрленсе вĕсем ял территорине типтерлеме пĕрре мар тухнă. Уяв ирттермелли вырăна тасатнă, сценăна хăйсен аллипе йĕркеленĕ. Кунта Атăлçи хутлăх депутачĕ Б. Демьянов сахал мар тăрăшнă, ку ялта çуралса ÿснĕ А. Шумов строительство материалĕсемпе пулăшнă тата ытти те.

Уявччен маларах ял çыннисем Почтовая урам çывăхĕнчи кÿлĕ таврашĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Кунта пирс вырăнĕ тахçанах юхăннă пулнă. Çуркунне территорие тасатнă чухне ăна йĕркене кĕртме алă çитмен. Халĕ ватти-вĕтти пĕрлехи ĕçе тухса ăна юсанă, çĕрме тытăннă юпасене улăштарнă, вĕсене троспа çирĕплетнĕ, утмалли хăмасене те çĕнетнĕ. Ватти-вĕтти тенĕрен, ĕçе 84 çулхи М. Александров та, ытти ветерансем те, ачасем те хутшăннă. В. Семенов ĕçе хăйĕн транспортне явăçтарнă. Хальхи тапхăрта шăпах çакăн пек маттурсем çинче тытăнса тăрать те ял пурнăçĕн никĕсĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика