Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăмăллăх кредичĕсемпе усă кураççĕ

00:00 06 августа 2011 г.

Килти хушма хуçалăха аталантарасах килет çав ялта тĕпленнĕ çыннăн. Капла тума унăн майĕсем ÿссех пыраççĕ, ара, патшалăх ку тĕлĕшпе вĕсене çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерет-çке-ха. Районти муниципаллă пĕрлешÿсем хушшинче Атăлçи ял хутлăхĕ килти хушма хуçалăха аталантарма илекен кредитсен шучĕпе те, суммипе те япăххисен йышĕнче пулманнине асăнмалла. Иртсе пыракан çулталăкăн икĕ кварталĕнчи кăтартусене хакласан ÿсĕм пурри куçкĕрет. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш кварталта Перекет банкĕ урлă асăннă кредита пилĕк çын 620 пин тенкĕлĕх илнĕ пулсан, иккĕмĕш кварталта кунашкал граждансен шучĕ 11 çынна çитнĕ (пĕтĕмĕшле кредит сумми 1160 пин тенкĕпе танлашнă). Кунсăр пуçне килти хушма хуçалăха аталантарма май паракан кредита Раççей ялхуçалăх банкĕнче илнисем те çук мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика