Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Газ кĕртессе кĕтеççĕ

00:00 30 июля 2011 г.

Аксарин тăрăхĕнче вырнаçнă Туçи ялĕ пысăк мар, кунта 30 кил ытла çеç. Çуллахи ăшă кунсенче вĕсенче пурăнакансем йышланаççĕ пулсан, хĕлле вара çак çуртсенчен чылайăшĕ хупă тăрать. Ялта пурăнакан кинемисемпе мучисенчен ытларахăшĕ хĕл каçма тăван ывăлĕ-хĕрĕ патне хулана тухса каять. Тен, яла çутçанталăк газĕ кĕртнĕ пулсан кунти лару-тăру та пачах урăхла пулĕччĕ. Анчах та пĕр темиçе çул каярах, районти мĕнпур ялсем "кăвак çулăм" ырлăхне активлă кĕртнĕ чух, Аксарин хутлăхне кĕрекен темиçе пĕчĕк ял ку тĕлĕшпе айккинче тăрса юлнă. Халĕ вара çак пысăк ĕçе тума укçи-тенки самаях кирлĕ. Апла пулин те Туçи ялĕнче пурăнакансем шанăçа çухатмаççĕ, тăван яла газ ырлăхĕ çитессе шанаççĕ. Çакăн çинчен вĕсем иртнĕ юнкун чăваш телевиденийĕпе кăтартнă ятарлă сюжетра та каласа пачĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика