Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ÿнер ăстисем - Сĕнтĕрвăрринче

00:00 23 июля 2011 г.

Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче нумаях пулмасть Кокель ÿнерçе халалланă халăхсем хушшинчи V-мĕш пленэра хутшăнакансем, тĕрĕсрех каласан, Украина тата Чăваш Енри ÿнер ăстисем, чарăннă. ‰нерçĕсемпе район администрацийĕн культура тата социаллă аталану пай пуçлăхĕ О. Залогин тĕл пулса калаçнă, районтан тухнă паллă ентешсем çинчен, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Художниксем Сĕнтĕрвăрри хулин историйĕпе, Ю. Зайцевăн ÿнер галерейипе паллашма тата этюдсем тума илемлĕ вырăнсем тупса палăртма пултарнă. Унтан пурте Нарат Чакки ялĕнчи Даньковсен музей-çуртне çул тытнă.

Художниксем Таса çăлкуçри сиплĕ шыва та тутаннă, Шуршăлти А. Николаев космонавт-летчикăн Мемориал комплексне, "Патша сăрчĕ" çине тата "Шурă чулсем" лагере те çитсе курнă.

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен "Шурă чулсем" центрта художниксемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев та тĕл пулнă. Тĕлпулу саманчĕ Атăл хĕрринче чăваш барчĕ О. Залогин юрланипе вĕçленнĕ.

Е. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика