Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Черетлĕ пулăшу çитмелле

00:00 02 июля 2011 г.

Ĕне-выльăх усракансемшĕн патшалăх тăрăшма пăрахмасть Кăçалхи çуркунне районти çак категорие лекекен граждансенчен кашниех выльăх апачĕ туянма республика бюджетĕнчен 1100 тенкĕ укçа илчĕ. Килти хушма хуçалăхпа пурăнакансем çак майпа малашне те усă курма пултараççĕ. Чăваш Республикин правительстви кăçалхи çĕртме уйăхĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн, ĕне усракан граждансене выльăх апачĕ туянма каллех укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Тĕрĕсрех палăртсан, республика бюджечĕ апат туянма каякан финанс тăкакĕн пĕр пайне саплаштарать. Хушма укçана илес текенсен яланхиллех кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Мĕнлереххисем тата вĕсене хăçанччен кая юлмасăр тăратмалла - çак условисемпе хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

И. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика