00:00 21 мая 2011 г.
Сĕнтĕрвăрринчи Культура лапамĕнче "Пирĕн сăмах" хаçат призĕсемшĕн эстафета иртет. Ăмăртăва шкул ачисем, ĕç коллективĕсем, спорт ветеранĕсем хутшăнма пултараççĕ. Хулапа ял хутлăхĕсен, шкулсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене командăсем йĕркелеме, асăннă массăллă спорт мероприятийĕне активлăн хутшăнма чĕнсе калатпăр.
Çĕнтерÿçĕсене тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннисене дипломсем, парнесем парса хавхалантарĕç. "Пирĕн сăмах" хаçат редакцийĕ уйрăм ушкăнсенчи çĕнтерÿçĕсене тата эстафетăна хутшăннисенчен чи кĕçĕннине тата чи аслине ку çулталăкăн иккĕмĕш çурçуллăхĕнче илсе тăма район хыпарçине çырăнса парĕ.
ХАÇАТ РЕДАКЦИЙĔ.