Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малти Пукаш хĕрĕ - "Спорт пики"

00:00 30 апреля 2011 г.

Иртнĕ эрнере Шупашкарти "Mega Galaxy" культурăпа кану центрĕнче Чăваш чĕлхин кунне халалланă "Чăваш пики - 2011" конкурс республикăра пиллĕкĕмĕш хут иртрĕ. Конкурса тĕрлĕ районсенчен 12 чипер пике хутшăннă. Пирĕн район чысне Малти Пукаш хĕрĕ Оксана Кириллова хÿтĕленĕ. Чиперккесен чăваш халăхĕн историне, культурине, йăли-йĕркине, наци апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлни тата ытти енчен те тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ. Пирĕн О. Кириллова тăван ене çак конкурсри "Спорт пики" çĕнĕ номинаципе çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Ку ята ЧР муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕ йĕркеленĕ. С. Николаев Канашăн ĕç тăвакан директорĕ йышăннипе Сĕнтĕрвăрри пикине шăпах çак титул тивĕçнĕ те. Каласа хăвармалла, Оксана мĕн ачаранах спортпа туслă.

Конкурса йĕркелесе ирттерме пулăшакан партнерсем те пикесене ятарлă ятсем панă. "Голицын" холдинг компанийĕ" хупă акционерлă пĕрлешĕвĕн ертÿçи "Голицын" пики" ята Оксанăна парнеленĕ.

Телей, ăнăçу, малашлăхра çитĕнÿсем сана, "Спорт пики" !

ПИРĔН КОРР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика