00:00 30 апреля 2011 г.
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче хăнăхнă йăлапа эпир Çуркуннепе ĕç уявне паллă тăватпăр. Çак куна уйрăмах ĕçлекен çынсем кĕтеççĕ. Ара, сад-пахчара хĕлкаçа нумай ĕç пухăннă-çке. Пахчаçăсем те хăйсен йăранĕсемсĕр, ÿсен-тăранĕсемсĕр, улми-йывăççисĕр тунсăхласа çитнĕ. Кăçал вара пирĕн Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче Çуркуннепе ĕç уявне уяв программисĕр - пурте хăйсен килĕсенче ĕçлесе ирттерме палăртнă. Тĕрĕсрех каласан, пур мероприятисене те Çĕнтерÿ кунĕпе пĕрлештерсе яраççĕ. Тен, кун пек туни меллĕрех те, çитес канмалли виçĕ кун хушшинче пурте пахча ĕçĕсемпе тăрмашĕç, акĕç-лартĕç, тирпей-илем кÿрĕç. Çу уйăхĕн 9-мĕшне вара яланхиллех анлă паллă тума йышăннă. Сĕнтĕрвăрринче тата ял хутлăхĕсенче иртекен асăну митингĕсене пурин те хутшăнма тăрăшмалла.
Е. ТИХОНОВА.