Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Директор çумĕсен канашлăвĕ

00:00 02 апреля 2011 г.

Ытларикун Сĕнтĕрвăрринчи МарГТУ филиалĕнче шкул директорĕсен вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем пуçтарăнчĕç. Чи малтан асăннă вĕренÿ заведенийĕн ертÿçи А. Автономов МарГТУна вĕренме кĕмелли условисемпе паллаштарчĕ, çĕнĕ факультетсем уçăлнине пĕлтерчĕ. Кăçал унта 125 ачана бюджет майĕпе вĕренме илме палăртнă.

Канашлура администрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕнче ĕçлекен С. Арсентьева "Çулталăк учителĕ" конкурса хутшăнмалли положенипе паллаштарчĕ. Çавăн пекех директор çумĕсем "çавра сĕтел" хушшинче çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсене тата шкул пĕтерекенсемпе аттестаци ирттерессине сÿтсе яврĕç.

Мероприяти вĕçленнĕ май А. Автономов филиал ĕçĕ-хĕлĕпе, кун-çулĕпе паллаштаракан экскурси ирттерчĕ, музейпе паллаштарчĕ.

Е. ВЕРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика