Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Германи хăнисем - Шуршăлта

00:00 02 апреля 2011 г.

Тунтикун Шуршăлти А. Николаев космонавт -летчик Мемориал комплексне Германи хăнисем çитсе курчĕç. Космонавтика çулталăкĕнче вĕсем Н. Бударин тата Ф. Юрчихин космонавтсемпе тĕл пулма палăртнă.

Чаплă хăнасене Сĕнтĕрвăрри çĕрĕ çинче райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Моисеев, Мемориал комплексĕн директорĕ А. Тукмаков тата Шуршăл шкулĕнчи çамрăк космонавтсен отрячĕ кĕтсе илчĕç. Хăнăхнă йăлапа А. Николаев вилтăприйĕ çине чечек хучĕç. Ф. Юрчихин космонавт -летчик аллейăра чăрăш лартрĕ. Экскурси хыççăн шкул ачисем космонавта тĕрлĕ ыйту пачĕç.

Ю. Моисеев Боденвердер хулин бургомистрĕпе Фридрих Шмидпа икĕ хула хушшинчи туризма аталантарасси çинчен ĕçлĕ калаçу ирттерчĕ.

Тĕлпулу вĕçĕнче Андриян Григорьевич пурăннă чухнехи йăлапа хăнасем чăвашсен техĕмлĕ апат-çимĕçне астивсе пăхрĕç, кăпăкланса тăракан сăрине тутанчĕç.

Е. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика