Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хула проблемисем çинчен уççăн калаçнă

00:00 12 марта 2011 г.

Район, хула пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем халăха яланах кăсăклантарнă, халĕ те çаплах. Тĕслĕхрен,çак эрнери юнкун район тата хула пуçлăхĕсем, вĕсен администрацийĕсене ертсе пыракансем тата вĕсен çумĕсем Сĕнтĕрвăрринчи "Центральный" микрорайонта пурăнакансемпе тĕл пулнă вăхăтра та чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хускатнă. Икĕ ен хушшинчи хутшăну ыйту-хурав майлă иртнĕ. Хулан асăннă территорийĕнче пурăнакансене урамсене каçсерен электричество çутипе тивĕçтересси, çулсемпе тротуарсене тасатса тăрасси, автостанци çывăхĕнче йĕрке тăвасси, халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси, хулана тирпей-илем кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи управляющи компанийĕсен ĕçĕ тата ытти проблемăсем кăсăклантарнă.

Тĕлпулури ыйтусен пысăк пайне хула хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н. Яковлевпа район администрацийĕн ертÿçи Ю. Моисеев хуравланă май хулапа район пĕр шухăшлă пулса çине тăрса тăрăшассине палăртнă. Вăл е ку ведомствăсен ĕçне пырса тивнĕ ыйтусен умĕнче право йĕркине сыхлакан орган, "Водоканал", "Энергосбыт" пĕрлешĕвĕсен тата хулана тивĕçтерекен ытти организацисен представителĕсем явап тытнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика