Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тепĕр ача сачĕ уçăлчĕ

00:00 12 марта 2011 г.

Пирĕн хулари Коновалово микрорайонĕнчи "Асамат кĕперĕ" ача сачĕ уçăласса пĕчĕккисемпе килте ларса ывăннă амăшĕсем çав тери чăтăмсăррăн кĕтсе пурăнчĕç. Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Асăннă ача садне уçма ĕнер халăх йышлă пухăнчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касма район администрацийĕн пуçлăхне Ю. Моисеева, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумне С. Петровăна, "Единая Россия" партин регионти ĕçтăвком ертÿçине Г. Николаевăна тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне А. Разумова сĕнчĕç.

Çăкăр-тăварпа хăнасене "Пилеш" ача садне çÿрекен Т. Архиповапа А. Шипунов ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. "Пирĕн пуласлăх - çамрăксенче. Вĕсем мĕнле пуласси ача садĕнче йĕркеленет. Çавăнпа та çак проблемăна тимлĕх уйăрмалла. "Асамат кĕперĕ" ача садне юсаса çĕнетме самай вăхăт кирлĕ пулчĕ, çапах та эпир хамăр тĕллеве пурнăçларăмăр," - тесе палăртрĕ Ю. Моисеев.

Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова вара, "Ку ача сачĕ уçăлни республикăри "пĕрремĕш чĕкеç" пулчĕ. Ун пеккисем тепĕр 34, " - тесе пĕлтерчĕ уява пухăннисене.

Хăнасем çĕнĕ çурт уявне парнесемсĕр килмен. Укçа-тенкĕ паракан та, ачасене теттесемпе савăнтаракан та, тĕрлĕ оргтехника тата ыттине те илсе килекенсем пулчĕç. Шăпăрлансем вара хăйсен ушкăнĕсемпе паллашрĕç.

Е. МАКАРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика