Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Арсен Орлов ячĕпе

00:00 30 октября 2010 г.

Арсен Орлов поэт-фронтовик Çичĕпÿрт ялĕнче кун çути курнă. Сăвăç иртнĕ вăрçăра Белоруç çĕрĕ çинче хыпарсăр çухалнă. Темиçе çул каялла Шупашкарти ентешлĕх членĕсем, ял-йыш, поэтăн тăванĕсем Шĕнерпуç ял хутлăх администрацийĕ тăрăшнипе тăван ялĕнче, вăл çуралнă кил вырăнĕнче палăк лартнăччĕ. Çав ĕçе "Бичуринский" ялхуçалăх предприятийĕнчен уйрăлса тухнă "Сюндюковский" хуçалăх ертÿçи А. Сапожников та хастар хутшăннăччĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн палăк тавра тытнă карта çĕрме тытăннă. Нумаях пулмасть А. Орлов тăванĕсем палăка тирпейлесе сăн кĕртрĕç. Тĕпрен илсен, шалти ĕçсен органĕн ветеранĕ Василий Аркадьевич Орлов, Юрий Орлов, ыттисем те тăрăшрĕç. Карта тытма кирлĕ строительство материалне çывăхри "Кÿнер катинчен"хăйсемех касса килчĕç. Паян ялхуçалăх предприятийĕн кантурĕ пулнă икĕ хутлă çуртпа çуммăн Арсен Орлов палăкĕ яла илем кĕртсе мăнаçлăн ларать. Çичĕпÿртсене чаплă сăвăç ятне манма памасть тейĕн.

А. ДМИТРИЕВ,

таврапĕлÿçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика