Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрремĕш кунах - пысăк ĕç

00:00 18 октября 2010 г.

Çак эрнери кĕçнерникун Раççейăн чылай регионĕнчи пекех пирĕн районта та патшалăхшăн пĕлтерĕшлĕ мероприяти - халăх çыравĕ пуçланчĕ. Хулари Коновалово микрорайонĕнчи çемье вулавĕн библиотекинче вырнаçнă 2-мĕш номерлĕ инструктор участокĕнче (ăна Р. Ракова ертсе пырать) çак кун 5 çыравçă кирлĕ хатĕрсемпе ир-ирех пуçтарăнса хăйсен çырав участокĕсем тăрăх çула тухнă. Пĕрремĕш куннех 66 хваттере çитсе 181 çынна çырнă (ку вăл пĕтĕмĕшле хисепĕн 10:). Чи малтанах Тăван çĕршывăн Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕн В. Савельевăн çем-йине çырнă.

Халăх çыравне тĕплĕ йĕркелесе ирттерес тата унăн пĕлтерĕшне граждансене уçăмлăн ăнлантарас тĕлĕшпе инструктор участокĕнче ятарлă выставка та уçнă. Çак инструктор участокĕнчех стационарлă çыравçă та пур. Н. Маркова хăйсен кăмăлĕпе участока пыракансене вырăнта çырать. Çыравçăсене хăйсен хваттерĕсене е килĕсене кĕртес темен граждансем те кирлĕ сведенисене стационарлă участока пырса хăварма пултараççĕ.

Р. Ракова палăртнă тăрăх, акă, халăх çыравĕн иккĕмĕш кунĕнче участока инçете ĕçлеме тухса каякансем е урăх сăлтавпа килте пулайманнисем пыма тытăннă.

И. НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика