00:00 11 сентября 2010 г.
Иртнĕ канмалли кунсенче Сĕнтĕрвăррине Хусан турисчĕсем çитсе курнă. Пирĕн авалхи купса хулинче хальхинче "Паллашу клубĕ" пулнă. Автобуслă çулçÿревре тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсемшĕн интересли нумай пулнă çеç мар, çакă вĕсене пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме те май панă. Вырăнти "Арбат" умĕнче туристсене Новински вырăс хорĕн ансамблĕ ( ăна А.Чернов ертсе пырать) кĕтсе илнĕ. Артистсен хастар юррисем хăнасене тыткăнланă, хула урамĕсенчех ташша илĕртнĕ. Канакансем авалхи купса хулин Культура лапамĕпе Атăл хĕрри тăрăх утса киленнĕ, клумбăсемпе фонтан, ĕлĕкхи çуртсем умĕнче тата Атăл хĕрринче сăн ÿкерттернĕ. Соснин купса çуртĕнче вара хăнасем мультимедиллĕ çулçÿрев майĕпе ĕлĕкхи пурнăçа таврăннă, пирĕн çĕрĕн пуян историйĕпе паллашнă, йăрăм-йăрăм арăсланпа тĕл пулнă, Сĕнтĕрвăрри хули çинчен юрă итленĕ. Купса-мещен музейĕ умĕнче вĕсене тараватлă купса арăмĕ кĕтсе илнĕ. Кунта Хусан турисчĕсем пирĕн мещенсемпе купсасен тата вăрман ĕçлекенсен 19 ĕмĕрти пурнăçĕпе паллашма пултарнă. Музейăн пĕр залĕнче вĕсем кĕнчеле арлакан хĕрарăм (Н.Варюхина) юрланă авалхи юрра итленĕ. Купсан хăна пÿлĕмĕнче туристсем Сĕнтĕрвăрри пĕремĕкĕпе курăкран вĕретнĕ техĕмлĕ чейне ĕçсе киленнĕ. Пирĕн хулапа сывпуллашнă май туристсем малашне кунта хăйсен çывăх çыннисемпе тата тусĕсемпе килсе курма шутлани çинчен пĕлтернĕ.