00:00 11 сентября 2010 г.
Çак кунсенче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пысăк залĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 24 çынна, çав шутра вăрçă ветеранĕсене те (пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалла тесе йышăннисене), пурăнмалли çурт-йĕр тума е хваттер туянма паракан социаллă тÿлевĕн свидетельствисене савăнăçлă лару-тăрура панă. Çак ятпа ветерансене Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ертÿçи А. Дмитриев пур кăмăлтан саламланă, вĕсене ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Çавăн пекех свидетельство илнĕ ветерансем умĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В. Малеев, строительство организацийĕсен представителĕсем сăмах каланă. Вĕсем ветерансене тата вĕсен тăванĕсене интереслентерекен мĕнпур ыйтусене хуравланă. Вăрçă ветеранĕсене пулăшмалли çак ĕç вĕçленмен-ха, вăл малалла пырать.