Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Хаяр вăрçă пурне те нушалантарнă

Ман умра тахçанхи сарăлса кайнă сăнỹкерчĕк выртать. Ăна 1944 çулта фронтран ман хуняçа ярса панă. Сăнỹкерчĕкĕн тỹнтер енче "Варшава çывăхĕнче ỹкерттернĕ. Арăма тата Гриша, Коля ывăлăмсене, Ираида хĕрĕме асăнмалăх" тесе çырса хунă. Аяларах аран палăракан саспаллисемпе "Леонтьев Иван Ильич" тесе алă пуснă. Сăнỹкерчĕкре вăл малти ретре сылтăмран пĕрремĕш ларать. Ун чухне хуняçа 34 çулта пулнă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче тухнă вăрçă хăйĕн "хура çунаттипе" пирĕн пĕтĕм çĕршыва хупăрланă. Вăрçă пушарĕ шалтан-шала кĕрсе пынă, тăшман самолечĕсем мирлĕ хуласем çине бомбăсем пăрахнă. Вăйлă тăшмана чарма совет халăхĕ кар тăнă. Вăрçа хуçалăхра ĕçлеме пултаракан вăйпитти, çамрăк арçынсем кайнă. Вăрçăн малтанхи кунĕнчех фронта Иван Ильичăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсем, Егор, Матвей, Иван, Валентин тата тăван пиччĕшĕ Степан тухса кайнă. Атте "Ĕç" промартельте возчик пулса ĕçленĕ. Промартель фронта кирлĕ япаласем туса кăларнă. Çавăнпа та кунта ĕçлекенсене вăрçа илсе кайма тăхтанă (бронь панă). 1942 çулта ман хуняçа та Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса каять. Килте арăмĕпе виçĕ ачи юлаççĕ. И.Леонтьев иккĕмĕш Белорусси фронтне хутшăнать. Связист пулса батерейăсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăрать. Пĕррехинче наступлени пуçлансан команда пункчĕпе малти батальон хушшинчи çыхăну путланса ларать. Командирсем çитменлĕхе хăвăртрах пĕтерме ыйтаççĕ. Отделени командирĕ Леонтьев сержант çак задание пурнăçлама пĕр хĕрлĕ салтака ярать. Анчах лешĕ тăшман пульлинчен вилет. Вара командир хăй татăлнă провода сыпма каять. Çыхăнăва майлаштарсан каялла килме тухать, анчах ăна нимĕçсем асăрхаççĕ, ун енне пăшалсемпе пеме пуçлаççĕ. И.Леонтьев йывăр аманать. Юрать-ха, юлташĕсем ăна вăхăтра пулăшма ĕлкĕреççĕ, çапăçу хирĕнчен илсе тухаççĕ. Салтак госпитальте сипленет, унтан каллех тăван чаçе таврăнать, каллех тăшманпа хăюллăн вăрçать. Взвод командирĕн çумĕ пулса тăрать. Пĕр çапăçура снаряд çывăхра сирпĕннĕ тата ăна çĕрпе хупланă хыççăн ăна контузилет, вăл пĕр уйăха яхăн хăлха илтменнипе аптрать. Вăрçа И.Леонтьев Эльба юханшывĕ çинче вĕçлет. Унта вĕсем Америка салтакĕсемпе тĕл пулаççĕ. Салтак киле 1945 çултах таврăнать. Вăл арăмĕпе, Антонина Захаровнăпа, пилĕк ача пăхса ỹстернĕ. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă. Вилессе те вĕсем пĕр çултах вилнĕ. И.Леонтьева "За отвагу", "За боевые заслуги" медальсемпе наградаланă. Вăл пĕтĕм чунтан тарăхса калани халĕ те асрах, "Вăрçă урăх нихăçан та ан пултăрччĕ!". А.ЛЕОНТЬЕВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика