Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Тайма пуç сире, салтак арăмĕсем!

Хăрушă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Хаяр çапăçура вилнисен, аманнисен ячĕсем пирĕн халăх асĕнче юлĕç. Вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă пирĕн ялти палăк çинче те 140 çын ячĕ пур. Вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕлесе паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.Çĕнтерĕве туптанă çĕрте вĕсен арăмĕсен тỹпи те пысăк. Пĕр темиçе çул каялла кăна-ха пирĕн хушăра çак ирсĕр вăрçăн терт-асапне тỹссе ирттернĕ ватă хĕрарăмсем нумайччĕ, çỹçĕсем вĕсен шап-шурăччĕ. Халĕ вĕсен йышĕ те сахаллансах пырать. Анчах та вĕсем пирĕн куç умĕнче, çывăх çыннисен асĕнче яланах сывă. Пирĕн ял таврашĕнче вăрçă кĕрлемен, анчах кунта та тырпулшăн йывăр çапăçу пынă, унсăр Çĕнтерỹ пулма та пултарайман пулĕ. Кунĕн-çĕрĕн, ларса канмасăр хĕрарăмсем уйра тăрмашнă. Чăтма çук хуйхă пулсан та вĕсем икшер-виçшер çын вырăнне ĕçленĕ. Вăрçăн хаяр çулĕсенче нумай хĕрарăм хăйсен савнă мăшăрĕсене кĕтсе илеймерĕç. Усал вăрçă вĕсен кĕске вăхăтлăх телейне татрĕ. Пурин çинчен çырса та пĕтерес çук. Хăшĕсем пирки кăшт каласа кăтартасшăн. Мария Евдокимовна Хлебникова - питĕ сăпайлă, ĕçчен, йĕркеллĕ хĕрарăм пулнă. Мĕн кăна чăтса ирттермен-ши, мĕнле йывăр хуйхă курман-ши вăл. Упăшкинчен виçĕ ачапа юлнă, тăваттăмĕшпе çире пулнă. Асли, Рая - 10 çулта, Петя - пиллĕкре, виççĕмĕшĕ икĕ çулта кăна пулнă. Ашшĕ тăшманпа çапăçнă чух Миля çуралнă. Петр Хлебников 1941 çулхи авăн уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Малтанах вăл Мускава хỹтĕленĕ, унтан Украина çĕрĕ çинче çапăçнă. Кайран Сталинград патĕнчи хĕрỹ çапăçура паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Марье аппа упăшкин вилнĕ хучĕ килсен лăштăрах кайнă. Унтан, шăлне çыртса, пĕтĕм вăйне пухса татах та тăрăшуллăрах ĕçлесе, упăшкишĕн тăшмана тавăрнă. Вăл бригадăра икĕ çыншăн ĕçленĕ, яланах ĕçре малта пулнă, ытлашши калаçман, çынпа харкашман, çын хуйхине ăнланма пĕлнĕ, икĕ ачи унăн аслă пĕлỹ илнĕ, иккĕшĕ совхозра ĕçленĕ. Михаил Алексеевич Алексеев 1939 çулта çара тухса кайнă та текех киле таврăнайман. Калама çук йывăр пулнă унăн мăшăрне - Пелагея Дмитриевăна. Килте икĕ пĕчĕк ача, Аня -1936-мĕш çулта, Владислав 1938-мĕш çулта çуралнăскер. Ачасем вĕтĕ тесе Плаки аппа ĕçрен пăрăнман, 1940-мĕш çулта ăна 2-мĕш бригадăна шанса панă. Çичĕ çул хушши, чи йывăр çулсенче, вăл уй-хир бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Унăн бригади колхозра чи малти пулнă. Мĕншĕнни вара каламасăрах паллă, Пелагея Дмитриевна çынпа калаçма пĕлнĕ, ватăсемпе те, вĕтĕсемпе те яланах пĕр чĕлхе тупнă. Çынсем ăна итленĕ. Çамрăк ачасене вăл лашапа ĕçлеме, сỹрелеме вĕрентнĕ, çамрăк хĕрачасемпе пĕрле çĕрле авăн çапнă, кăнтăрла тырă вырнă. Пирĕн колхозăн тырпул тухăçлăхĕ районта пуринчен те пысăкрах пулнă, вăл 11 колхоза тырпулпа пулăшса тăнă. Ĕçлеме çăмăл пулман, хăшпĕр çынсем тепĕр чух бригадира хăратма та пăхнă, нимĕçсем килсен чи малтан председательпе бригадире пĕтереççĕ тесе калакансем те пулнă. Пелагея Дмитриевна хăраса ỹкмен, вăл çĕнтерĕве çирĕп шанса тăнă, çынсене те çавнах вĕрентнĕ. Вăрçă çунтарчĕ, мĕн чул терчĕ пулчĕ, салтак арăмĕсем вара чăтрĕç, вĕсен чĕри тимĕртен е чултан темелле. Кашни килте тенĕ пекех инкек пулнă. Çăмăл килмерĕ кунçулĕ Матрена Фоминична Игнатьеван, мĕн кăна тỹсмерĕ-ши вăл. Мăшăрĕпе 8 çул кăна пурăннă, вăрçă пуçлансанах упăшкине фронта ăсатнă. Килте ватă амăшĕ, пĕчĕк хĕрĕ тата чĕрийĕ айĕнче ывăлĕ юлнă. Лаврентий Игнатьев Мускава хỹтĕленĕ. Мăшăрĕ унран пĕртен-пĕр çыру кăна илнĕ. Нарофоминск хули патĕнчен вăл вилни çинчен калакан хут килнĕ. Тĕлĕнмелле пирĕн хĕрарăмсенчен, ăçтан çавăн чухлĕ тỹсĕм тупнă вĕсем, чăтма çук пысăк хуйхă пулсан та чăтнă. Пур йывăр ĕçе те тунă Матỹç аппа, конюхра ĕçленĕ. Ялта ун чухне лашасем сахал юлнă. Çавăнпа вăл вăкăрсене кỹлме вĕрентнĕ, ĕçлеттернĕ. Çирĕм çул çитмен е çирĕмрен кăшт иртнĕ çамрăксене эпĕ час-часах куç илмесĕр пăхатăп. Савăнăçлă, телейлĕ, ытарайми сăн-питлĕ каччăсемпе хĕрсем. Кашнин хăйĕн ĕмĕчĕ, тĕллевĕ, юратăвĕ. Анчах та вĕсен нихăçан та çак телейлĕ пурнăç мĕнле хакпа пулнине манмалла мар. И. НИКОЛАЕВА.

Хуракасси ялĕ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика