Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Эпир те çĕнтерỹшĕн тăрăшнă

Хусантан тăван ялăма - Малти Пукаш ялне - килсен вăрçă çулĕсенче çармăс енче торф кăларнă çĕрте ĕçленĕ Раиса Ивановна Башкировăпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. Мана хăй çинчен çакăн пек каласа пачĕ вăл, "Эпĕ Вăта Пукаш ялĕнче хресчен çемйинче 1927 çулти çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. 1934 çулта хамăр ялти пуçламăш шкула çỹреме пуçларăм. Унтан вĕренсе тухсан пиллĕкĕмĕш класа Хуракассинчи вăтам шкула кайрăм. Çиччĕмĕш класс пĕтерсен аслă классенче вĕреннĕшĕн 150 тенкĕ тỹлемеллеччĕ. Анне мана малалла вĕренме май çуккине пĕлтерчĕ. 14 çулта кăна пулнă пулсан та пысăккисемпе пĕрлех колхозри ĕçсене çỹреме пуçларăм. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, çурла уйăхĕнче Хуракасси ял Советне ултă хĕре повесткăпа чĕнсе илчĕç, Атăл тепĕр енче торф кăларнă çĕрте ĕçлемелли çинчен пĕлтерчĕç. Тепĕр кунах Акулина Данилова, Агафия Долгова, Фекла Яртышова, Анастасия Ильина, Евгения Колбасова тата эпĕ пĕрле пуçтарăнса ир-ирех Шупашкара çуран утрăмăр. Каç пулнă тĕле унта çитрĕмĕр, Атăл тепĕр енне баржа çине ларса каçрăмăр. Çынсенчен ыйтса хамăра кирлĕ артеле тупрăмăр. Артельти дежурнăй пире хăмаран тунă баракра çĕр каçма хăварчĕ. Баракĕ вăрçă пуçланиччен салтаксен казарми пулнă.Унта икĕ хутлă краватьсемччĕ, улăм тата утă тултарнă тỹшексемпе минтерсемсĕр пуçне урăх нимĕн те çукчĕ. Ирхине пире пурне те список туса ĕçе илни çинчен пĕлтерчĕç. Кашнинех брезент костюм, пĕрер мăшăр пысăк резина атă пачĕç. Çав кунах торф кăларакан карьерта ĕçлеме пуçларăмăр. Шĕвĕр тата ăскăч кĕреçесемсĕр пуçне урăх нимĕнле хатĕр те пулман.Кăларнă торфа носилкăсемпе çĕклеттĕмĕр. Типĕ çĕре кăларса, типĕтмелли çỹллĕ те вăрăм штабельсем тăваттăмăр. Вĕсен çỹллĕшĕ тăватă метр та пулнă, тăршшĕ - 50-60 метр. Пире ĕçлеттерекенни вăрçăран аманса килнĕ çынччĕ. Хушаматне халĕ астумастăп, хăйне эпир "дядя Вася" тесе чĕннĕ. Пирĕнпе ĕçре вырăсла калаçатчĕ, хăш чухне кăна (кăмăлĕ лайăхрах чухне) чăвашла та калаçса илетчĕ. Ĕçлекеннисем хушшинче эпĕ чи çамрăкки пулнă çав, вăрçă пуçланнă çулта çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче эпĕ 14 çул кăна тултартăм. Çавăнпа бригадир мана карьерта ĕçлеме кашни кун ямастчĕ, ытларах чухне çĕклесе пынă торфа штабельсене вырнаçтарма хушатчĕ. Кам ĕçе хăçан пынине, хăçан ĕçрен кайнине пирĕн десятник уйрăм çырса пыратчĕ. Çавăнпа эпир ĕçе кая юлассинчен хăрасах тăраттăмăр. Ĕçе 5 минут кая юлса пынишĕн пилĕк çуллăха тĕрмене лартма пултарни çинчен каласах тăратчĕç. Канмалли кунсем пулман. Киле лайăх ĕçлекеннисене уйăхра мунча кĕмелле тесе пĕр хут яратчĕç. Сосновкăран хамăр яла çитме 78 çухрăм пулнă, канмалли пĕр кун кăна пулнă. Анне вара çĕрулми хушса пĕçернĕ çăкăр, çĕрулми тата çу парса яратчĕ. Торф çинче ĕçленĕ хыççăн Октябрьски районĕнчи "Большевик" артельте çĕвĕç пулса ĕçлеме вырнаçрăм. Кашни кун ĕçе, ĕç хыççăн киле çуран утма лекетчĕ. Хамăн пулас упăшкапа - Малти Пукаш каччипе, Анатолий Башкировпа, 1948 çулта паллашнăччĕ. Вăл ун чухне салтака каймалли çын пулнă.1949 çул пуçлансан вăл мана качча илес пирки сăмах пуçарсан, анне ăна татсах каларĕ, "Хамăн аслă хĕрачана венчет тумасăр качча памастăп". Пире Нарат Чаккинчи чиркỹре венчет турĕç те, эпĕ ĕнтĕ атте-анне килĕшнипех качча тухрăм, пурăнма Малти Пукаша куçрăм. 8 кун иртсен ман мăшăрăма çара илсе кайрĕç. Вăл унта 3 çул 10 уйăх пулчĕ, манăн ăна çавăн чухлĕ кĕтме лекрĕ. 1958 çулта Çĕпĕре куçса каякан çынсенчен кил-çурт илсе атте-анне килĕнчен уйрăлса тухрăмăр, тăватă ывăл çуратса ỹстертĕмĕр. Аслă ывăлĕ Федя çара кайса килнĕ хыççăн Краснодарта пурăннă. Чернобыльте атом станцийĕнче авари пулнă хыççăн ăна унта илсе кайрĕç. Ун хыççăн сывлăхĕ пĕтрĕ ывăлăн, 2013 çулта вилчĕ вăл. Эпир упăшкапа "Октябрьский" совхозра ĕçленĕ. Кашни ĕçлекен çынна хăмла лаптăкĕ уйăрса паратчĕç, вара çуркуннерен пуçласа хăмлине пуçтарса иличченех унта ĕçленĕ. Вăл вăхăтсенче "Октябрьский" совхоз директорĕ пулса В. Малинин ĕçлетчĕ. Мана ун чухне "Ĕç ветеранĕ" медаль те пачĕç. Вăрçă вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн панă "Тыл ветеранĕ" юбилей медалĕ те пур. Эпĕ 88 çул тултартăм, сывлăх енчен чиперех темелле-ха. Иккĕмĕш ывăлăн çемйипе Октябрьски ялĕнче пурăнатăп. Вăрçă вăхăтĕнче пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсем вилсех пыраççĕ. Вăхăт хăй ĕçнех тăвать. Çапла вара эпир те пулас çĕнтерĕве хамăр тỹпене хывнă". А. КОЛЬЦОВ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика