Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул юмахĕ чăнлăх пулса тăнă

21 января 2019 г.

Ытларахăшĕ телейне шансах каймаççĕ пулин те лотерея билечĕ туянаççĕ-ха. Выляв хыççăн вара ăнăçлисен шутне лекни чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пек вĕсене чунтан савăнтарать. Кăçал Муркаш районĕнче пурăнакан хĕрарăм пĕр миллион тенкĕ выляса илнĕ. Вăл хăйĕн телейне пĕрремĕш çул çеç шыраман иккен. Унччен билетсене ялан унăн мăшăрĕ туяннă (хăш чух вăл та пысăках мар суммăсем выляса илнине палăртса хăвармалла). Ку хутĕнче вара, Турри çапла çырнă тейĕн, хăй туянма шутланă. Çĕнĕ çул умĕн "Раççей Почти" уйрăмĕсенче 500 пин билет сутнă (200 пин çыннăн выляса илме шанăç пулнă), ку пĕлтĕрхи кăтартупа танлаштарсан 9: ытларах. 2014 çултанпа пирĕн çĕршывра патшалăх лотерея выляттарса пухнă тупăшăн сахал мар пайне социаллă программăсене аталантарма ярать.

О.ИВАНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика