Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб юсама тĕллев лартрĕç

21 января 2019 г.

Нумаях пулмасть Уплер ялĕнче пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Мясниковпа, унăн çумĕпе тата культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕпе Е.Матюшовăпа, Шуршăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Петровпа тĕл пулчĕç. Сăмах - юмах ялти клуба, тĕрĕсрех, унăн тăррине юсасси çинчен пулчĕ. Халĕ культура вучахне çỹлтен çумăрсенче, çуркунне юр шывĕ анать. Паллах, ял çыннисен хăйсен пушă вăхăтне хăтлă тата ăшă клубра ирттерес килет. Унчченех уплерсем пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ. Ăна хăй ирĕкĕпе В.Смелов ăста купăсçă ертсе пырать. Пухура районтан пынă хăнасем клуб юсас ыйтăва ятарлă программăна кĕртме май пуррине асăнчĕç. Вара патшалăх енчен укçа та уйăрĕç. Пĕлтĕр пирĕн районта çакăн йышши программăсемпе усă курнипе нумай культура вучахĕ çĕнелме пултарчĕ. Тен, кăçалах мар пулсан та , çитес çул уплерсене те ăнăçĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Петров объекта юсама смета тунине пĕлтерчĕ. Çапла вара пĕтĕм документсен пакетне хатĕр-лесе кирлĕ инстанцие тăратасси çеç юлать. Пултарулăх ушкăнне активлă çỹрекен Г.Трифонова пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕсене ирттернĕ чух клуба,Сысна çулталăкне шута илсе, сысна кỹлепиллĕ ятарлă пухмач вырнаçтарнă. Культура вучахне пыракансем кашнинчех унта укçа яраççĕ. Пуçтарнă укçа вара мероприятисем ирттерме пулăшĕ тата, тен, юсав ĕçĕсем валли те юлĕ. Клуба пынă хăнасем, вăл шутра район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, пухмача укçа ярса, хăйсен тỹпине те хыврĕç. Шаннă кайăк йăвара пултăрччĕ. Юлашки çулсенче патшалăх енчен пулăшу витĕмĕ самаях вăйланни сисĕнет. Апла пулсан уплерсен ĕмĕчĕ те пурнăçланасса шанма май пур.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика