Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уява пушарсăр кĕтсе илме

21 января 2019 г.

Кăшарни умĕн хулари чиркỹсенче кĕлĕ каçĕсем иртĕç. Пысăк уяв кунĕсенче вĕсенче уйрăмах çын нумай пухăнать, çавăнпа та ВДПО тата Пушар хуралĕн служби Турра ĕненекенсемпе кунта ĕçлекенсем хушшинче инструктажсемпе тренировкăсем йĕркеленĕ. Вĕсенчен пĕри иртнĕ юнкун, кăрлач уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче пулчĕ.Тĕрĕслекенсем Çветтуй Троица чиркĕвне çитсе хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси çинчен аса илтерчĕç. Юлашкинчен инструктаж тухакансем теори пĕлĕвне практика ĕçĕсемпе çирĕплетрĕç. Уявсем иртиччен профилактика ĕçĕсем вĕçленмĕç. Малалла вĕсене пачăшкăсем те ирттерĕç. СĔНТĔРВĂРРИ РАЙОНĔНЧИ НАДЗОР ĔÇĔН ПАЙĔ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика