Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тырра упрама пĕлмелле

21 января 2019 г.

Юлашки çулсенче кун пекки пулман теççĕ специалистсем. Сăмахăм чăваш тырпулĕ пирки. Ялхуçалăхра 2018-мĕш çул тырра ют çĕршывсене сутасси ĕснипе палăрса юлчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. 2017 çулта Чăваш Республикинчен сăра тумалли салата Монголие, Узбекистана, Казахстана 114 тонна çеç ăсатнă пулсан, пĕлтĕр чăваш тырпулĕ 7000 тонна яхăн ытти çĕршывсене çитнĕ. Сăмахран, Ирана 584 тонна урпа, Латвие тата Польшăна 192 тонна йĕтĕн тата ытти те ăсаннă. Çав тери йывăррăн пухса илнĕ тырра тĕрĕс-тĕкел упрасси тĕп ыйту шутланать. Упрамалли çурт-йĕрсен тăррисем шыв яни, чĕречисем çукки, алăкĕсем япăх хупăнни, шăши-йĕкехĕре кĕме пултарни тырпул хăрушсăрлăхне тата пахалăхне чылай чакарать. Пĕр хуçалăхра управра кăвакарчăн виллисем те куç умне тухнă. Паха тухăçа çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе е урăх япаласемпе пĕрле упрама юраманнине те манаççĕ иккен хăшпĕр хуçалăхсенче. Юлашки çулсенче Раççей урăх çĕршывсене тырă ытларах сутма пуçларĕ. Ку лайăх, анчах та унăн пахалăхлă кăна мар, сывлăхшăн сиенсĕр те пулмалла. Пĕлтĕр юпа уйăхĕнче "Россельхознадзор" тата прокуратура ĕçченĕсем хуçалăхсем тырпул пахалăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ енĕпе саккунсене епле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Çĕлерех асăннă тата ытти йĕркесĕрлĕхе Елчĕк, Шупашкар, Вăрмар, Куславкка, Йĕпреç, Улатăр, Канаш, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче, çавăн пекех Шупашкар хулинче тупса палăртнă.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика