Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесене тĕрĕслерĕç

21 января 2019 г.

Опекăпа хунтăлăх органĕсен тата юридици пайĕн специалисчĕсем, Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн çула çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ, социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕ çак уйăх пуçламăшĕнче рейд ирттерчĕç. Ăна çула çитмен тата профилактика учетĕнче тăракан ачасен пурăнмалли условийĕсене, каникул вăхăтĕнчи канăвне епле йĕркеленине тĕрĕслес, вĕсем пурăнакан кил-çуртсенче пушар тухас хăрушлăха сирес, пĕчĕк пепкесене инкекре вилесрен сыхлас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ĕçлĕ ушкăн 22 çемьене çитсе курчĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çемьери условисем пур чухне те тĕрĕс-тĕкел пулманнине кăтартакан тĕслĕхпе те тĕл пулма тиврĕ. Пĕр çемьери çула çитмен ачасен амăшĕ хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçласа пыманнине, воспитани ĕçне çителĕклĕ тимлĕх уйăрманнине тупса палăртрĕç, административлă протокол çырчĕç. Рейд вăхăтĕнче çула çитмен 57 ачана Çĕнĕ çул парни - шоколад парнелерĕç. Ачасен хĕллехи канмалли тапхăрĕ инкек-синкексĕр иртнине те ырăпа палăртмалла. Ашшĕ-амăшĕн хĕтлĕхĕсĕр юлнă ачасем те пур пирĕн районта. Паянхи куна вĕсем иккĕн - пĕри 4 çулта, тепри 2 çулта. Хăйсен юратăвĕпе чун ăшшине парнелес, ачасене тулли çемьере çитĕнме майсем туса парас текенсем район администрацийĕн опекăпа хунтăлăх пайне пыма пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон, 8-935-42-2-19-35.

Н. ВАХТЕРКИНА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика