Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăтлă условисем туса парассишĕн

21 января 2019 г.

Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта район администрацийĕн пай пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç. Канашлура паянхи кун умра тăракан актуаллă ыйтусене сĕтсе яврĕç. Вĕсенчен пĕри - ял хутлăхĕсенчи çул-йĕре юртан тасатса тăрасси пулчĕ. Анатолий Аркадьевич ку ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. "Районта пурăнакансене ĕçе, ача садне, больницăна е урăх çĕре вăхăтра та инкек-синкексĕр çитме майсем туса памалла пирĕн", - терĕ Анатолий Аркадьевич. Çавăн пекех ялсенчи çĕп-çапа пухса тиесе тухассине, контейнерсем вырнаçтарассине, тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртессине сĕтсе яврĕç. Кăшарни уявĕнче шыва ятарлă вырăнсенче çеç кĕме юранине тепĕр хут асăрхаттарчĕç. Ун пек вырăнсем кăçал хулара, Туппай Ĕсмĕл тата Нарат Чакки ялĕсенче хатĕрленĕ. Сусăр çынсен обществин районти уйрăмĕпе ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем хушшинчи хутшăну, пĕрлехи ĕç-хĕле малалла аталантарасси те канашлăвăн кун йĕркин ыйтăвĕсенчен пĕри пулчĕ. Кун пирки асăннă общество председателĕ Дюсембек Абишев тухса калаçрĕ. Кашни ял хутлăхĕнчех сывлăх енчен хавшак е сусăр çынсем пуррине палăртрĕ вăл. Вĕсен пурнăçне лайăхлатассишĕн, усăллă ĕçсем тăвассишĕн малашне те пĕрле ĕçлессе шантарчĕ.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика