Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей культура министрĕ Владимир Мединский – Шуршăлта

17:12 08 февраля 2019 г.

Кăçал Шупашкар хули 550 çул тултарнине, килес çул Чăваш Автономи облаçĕ йĕркеленни 100 çул çитнине паллă тăвасси - чăваш халăхĕшĕн чи паллăрăмлă та кĕтнĕ уявсем. Ахальтен мар вĕсене пирĕн республикăра çỹллĕ шайра ирттерессишĕн пур енлĕн тăрăшаççĕ. Хатĕрленỹ ĕçĕсене пурнăçлас тата уява тивĕçлĕ ирттерес енĕпе ĕçлекен оргкомитет ларăвĕн ĕçне ĕнер Раççей Федерацийĕн культура министрĕ Владимир Мединский те хутшăнчĕ. Вăл Шупашкарти паллă культура учрежденийĕсенче пулчĕ тата пирĕн районти А.Г. Николаев космонавтăн Мемориаллă комплексне килсе курчĕ.

Раççей культура министрне Владимир Мединские, Раççей Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Малова, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республика Пуçлăхĕн администрацийĕн ертỹçине Юрий Васильева, Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрне Константин Яковлева тата ытти сумлă хăнасене виççĕмĕш космонавтăн тăван ялĕнче пирĕн район пуçлăхĕ Николай Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, музей директорĕ Александр Тукмаков А.Г. Николаев космонавт палăкĕ умĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. Районти пултарулăх коллективĕсем хăнасене чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Ун хыççăн Шуршăл хăнисем космонавтсен аллейинче пулчĕç, часавайра Андриян вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Музейре пирĕн ентешĕмĕрĕн космонавтикăри ĕç-хĕлне сăнлакан экспонатсемпе паллашрĕç, Шуршăл шкулĕнчи «Восток» çамрăк космонавтсен отрячĕн хастарĕсемпе калаçрĕç. Андриян Григорьевич çуралса ỹснĕ çурт-музейре пулни хăнасене тата ытларах хавхалантарчĕ, мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. «Шкул ачисен çак музейре пулмаллах. Нумай ачаллă çемьере çуралнă, ашшĕсĕр ỹснĕ ял ачи космоса çĕкленме пултарни çинчен пĕлмеллех вĕсен. Андриянăн чун хавалĕ мĕн тери вăйлă пулнă! Вăл йывăрлăха пăхмасăр палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме пултарнă. Виççĕмĕш космонавт çуралнă çуртра чăн-чăн чăваш халăхĕн чунĕ, сывлăшĕ пуррине туятăн», - терĕ Мускав хăни Владимир Мединский Андриян çуралнă çуртра пулнă хыççăн.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Автономное учреждение Чувашской Республики "Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Пирен Самах" ("Наше Слово") Министерства цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика