Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташласа пурăн

08 мая 2008 г.

Иртнĕ эрнере тĕнчери пур ташлакан халăх та ташă кунне уявларĕ. Шуршăл ялĕнчи «Звездный» хореографи ушкăнĕ те çак мероприятинчен айкккине пăрăнса юлас темерĕ. Михаилпа Елена Тереховсем ертсе пыракан коллектив куракансем хушшинче хисеплĕ вырăн йышăнать. Вĕсене районта çеç мар, республикипех пĕлеççĕ, апла пулсан та тĕрлĕ конкурссене, смотрсемпе концертсене тухса çÿ реме ал айĕнче транспорт çукки пăшăрхантарать. Юрать-çке шкулпа килĕшÿ туса унта-кунта кайса килме автобус уйăрса параççĕ. Ку та питĕ паха. Çапла, паянхи саманара тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене пурăнма çăмăлах мар. Транспорт ыйтăвĕсĕр пуçне, укçа-тенкĕ, костюмсем енчен те йывăрлăхсем сиксе тухаççĕ, анчах та Тереховсем парăнакан тата пуç усакан йышшисем мар, шав малалла талпăнаççĕ вĕсем.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Первоисточник: http://www.smi21.ru/?mode=publication&path=date,publication&publication=191940&p_date=08.05.2008&date=08.05.2008

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика