Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ пуйăсĕ» - Шупашкарта

30 апреля 2021 г.

Тăван çĕршыв Аслă вăрçи кашни çемьенех пырса тивнĕрен пурин асĕнче те упранать вăл. Асаттесемпе мăн асаттесен вилĕмсĕр паттăрлăхне ламран лама куçма тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.

Сăмахран, иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче, Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалласа, «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» çула тух-нăччĕ. Вăл тĕрлĕ регионсенче пулса вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç-па паллаштарма пуçланăччĕ. Музейри экспонатсем кашни куракана тыткăнланă.

Çак эрнере «Çĕнтерÿ пуйăсĕ» Шупашкарта чарăннă. Куравпа шкул ачисемпе студентсем паллашнă. Пуйăс тĕп хуламăрта пĕр кун кăна пулнă, çапах та унта 700 çын ытла çитсе курма пултарнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та экспозиципе паллашнă. Чукун çул тăрăх чупакан музей чуна пырса тивекен курав пулнине, вăл çамрăк ăрăва вăрçă чăнлăхне туйма пулăшнине палăртнă регион ертÿçи.

Пĕр вăхăтрах вагонсенче вырнаçтарнă çын кĕлеткисене - салтаксене, санитарсене, аманнă салтаксене, ачаллă хĕрарăма, нимĕçсене т. ыт. те - курни тата вăрçă саманчĕсем çинчен каласа панине итлени тавракурăма аталантарать, историллĕ пулăма яланлăхах асра хăварма май парать. Проект тĕллевĕ анлă, пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика