Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника хатĕрлĕхĕн тĕрĕслевĕ вĕçленнĕ

30 апреля 2021 г.

Çулсерен пĕтĕмĕшле шута илнĕ техникăсен хушшинче харпăр хăй тытакан тракторсен тÿпи ÿссе пырать. Ку вăл Чăваш Республикинче граждансен пурнăçне лайăхлатассин кăтартăвĕсенчен пĕри.

Аса илтерер, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва янă Çырура граждансен пурнăçне хăтлăрах тăвасси, çынсен тупăшне ÿстерме майсем туса парасси чи кирли тесе палăртрĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнче уйрăм хуçалăхсенче трактор пурри 88 процентпа танлашать. Çавăн пекех туяннă техникăшăн 40 процентне каялла тавăрса пама май паракан патшалăх программипе усă курса районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумайăшĕ техника паркне çĕнетсе пыраççĕ. Техника çĕнелни тĕрĕслеве хатĕрленме çăмăллăхсем туса парать.

Районта трактор-машинăсен техника тĕрĕслевне ял тăрăхĕсемпе çыхăнса хатĕр-ленĕ графикпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Паянхи куна кашни ял хутлăхĕн, çавăн пекех ял хуçалăх предприятийĕсен техника паркĕ тĕрĕслев витĕр тухнă.

Çуракипе уй-хир ĕçне хутшăнакан мĕнпур техника - вăл шутра уйрăм çынсен те - ĕçсене ирттерме хатĕр.

Пĕтĕмлетÿсем тунă май çакна палăртса хăварас килет: Шуршăл, Хуракасси тата Карапаш тăрăхĕсенче пурăнакан уйрăм техника хуçисем тĕрĕслеве тĕплĕн хатĕрленнипе палăрса тăраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем техника тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухрĕç.

 

Ю. ГРИГОРЬЕВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика