Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха кирлĕ пек ĕçлет

23 апреля 2021 г.

Уйрăм хуçалăхсене тата çынсене пулăшмалли майсем çинчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов нумаях пулмасть иртнĕ çулçÿрев вăхăтĕнче уçса панăччĕ. Вăл палăртнă тăрăх, çынсене удобренипе, вăрлăхпа тивĕçтерессине Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи лавккасенче йĕркелемелле.

Октябрьски райповĕнчи лавккасенче ку ĕçе çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Райпо ертÿçи Радим Почемов пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕ йышши удобрени, сухан, çĕрулми вăрлăхĕсене сутас ĕç курăмлă. Тухăçлă пахча-çимĕç илес тетĕр пулсан, чăн та тăпрана тутлантармалли, сиен кÿрекен хуртсенчен сапмалли хатĕрсем туянмаллах тесе çирĕплетет Радим Вячеславович.

Сĕнтĕрвĕрри хулинчи хуçалăх магазинĕнче вунпилĕк çул ытла ĕнтĕ ăста сутуçă Татьяна Волкова вăй хурать. Эпир пырса çитнĕ вăхăтра вăл тавар туянакана çĕрулми тухăçлăхне ÿстерме пулăшакан хушма удобрени çинчен каласа паратчĕ.

- Халĕ кун йышши «апатсем» кашни культура валлиех сутатпăр. Çавăн пекех кайăк-кĕшĕк, пулă, хур-кăвакал, чăх, ĕне-выльăх валли те тем тĕрлĕ кирлĕ хушма апатсем пур. Çуркунне улмуççи йывăççисене хурт-кăпшанкăран сапмалли препаратсем, йывăç тунине шуратмалли сăрă та сутатпăр, - пĕлтерет Татьяна Вячеславовна. Ялан килекен туянакансем ку йышши тавара ыйтсах тăраççĕ тесе хушрĕ вăл хăй калаçăвне.

Чăн та тавар ассортименчĕ çав тери пуян хуçалăх магазинĕнче. Таварпа халăх ыйтнине тивĕçтерни кунта куçкĕрет. Тата нумай çул ĕçлекен сутуçăн тÿпи те çав тери пысăк пулни палăрать. Малалла та çапла ăнланса ĕçлемелле пултăр Чăвашпотребсоюз тытăмĕн-чи Октябрьски райповĕн ĕçченĕн.

 

О. ЕФРЕМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика