Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуракасси шкулĕнче хăнара

17 апреля 2021 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Хуракассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта пулса курчĕ. Вăтам шкул агро-технологи профильне пурнăçламалли ресурс центрĕ шутланать. 2017 çулта Хуракасси шкулĕ тата «Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ» аслă пĕлÿ паракан федераци патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕ хушшинче тĕллевлĕ ĕçлесси çинчен калакан договора алă пуснă.

Хуракасси шкулĕ агро-технологи профильне пурнăçлас енĕпе ресурс центрĕ пулса тăнă, профиль предмечĕсене (биологи, хими, физика) суйланă. Кăçал профильпе 10 тата 11 классенче ăс пухакан 23 ача вĕренет. 2019-2020 çулта 10 класра вĕренекен ЮниорПрофи регион шайĕнче иртнĕ III чемпионата (JuniorSkills) хутшăннă та «Агрономи» компетенцире 3-мĕш вырăн йышăннă. 2020-2021 вĕренÿ çулĕнче агрокласăн 2 вĕренекенĕ (11 класрисем) Чăваш патшалăх аграри университечĕн стипендиачĕсем пулса тăчĕç.

11 класра вĕренекен ачасем Олег Алексеевича «Ăслă теплица» робототехника комплексĕ епле ĕçленине кăтартрĕç. Компьютерпа çыхăннă «ăслă теплица» автоматизациленĕ майпа ĕçлет. Монитор çинче тăпран нÿрĕлĕхне, çутă шайне,температура çителĕклĕ е çителĕксĕррине сăнама пулать. Датчиксем тĕрлĕ кăтартусене тивĕçтерме май параççĕ, спектр диапазонĕсенчи шалти çутта, ăшăна тата сывлăш циркуляцине, грунта шăварнине тата уçăлтарнине. «Ăслă теплица» Интерфейс ĕç тăвакан мĕнпур хатĕр-хĕтĕре алла тытмалли режимра та тивĕçтерет.

Ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннисем хушшинче Андрей Викторович Беликов, «Агрофирма «Ольдеевская» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ пулчĕ. Вăл вĕренекенсен интересне курчĕ те вĕсене «Агрофирма «Ольдеевская» предприятине курма чĕнчĕ. Ку предприяти Чăваш Енре тата Раççейри ытти регионсенче пурăнакансемшĕн экологи енчен таса пахча-çимĕç тата сĕт туса илессипе палăрать.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ачасене вĕренÿре çитĕнÿсем тума тата палăртнă тĕллевсене пурнăçлама сунчĕ. Палăртса хăварар, Олег Николаев транспорт министерствине çак вĕренÿ учрежденийĕ патне тротуар вырнаçтарма майсем туса пама ыйтрĕ.

 

О. САРБАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика