Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллăха çухатас марччĕ

17 апреля 2021 г.

Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăра акан 25-мĕшĕнчен пуçласа пушар тухас хăрушлăха тимлесе тăма уйрăм режим йĕркелесси пирки паллă пулчĕ.

Çак тапхăрта кăвайт чĕртме, кăмрăк çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрманти çÿп-çапа çунтарма тата вĕсем çывăхĕнчи территорисенче çунтарма чараççĕ. Унсăр пуçне, çĕр лаптăкĕсем çинче типĕ курăка çунтарма е вĕсем вăрман массивĕсем çывăхĕнче вырнаçнă пулсан е ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе юнашар çунтарма юрамасть.

Пурлăха тата çынна кÿрекен пысăк сиен патне илсе пыма пултаракан пулăм çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлеттерчĕ. Вăл Чăваш Ен ГКЧСне типĕ курăка çунтаракансене явап тытмалли административлă кодексăн нормисене юстиципе пĕрле тишкерме хушрĕ.

Çавна май районта Синкерлĕ лару-тăру тата Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи профилактика рейчĕ ирттерчĕç. Вĕсем халăха пушар хăрушсăрлăх мерисене çирĕп тытса тăмалли çинчен асăрхаттарса калаçу ирттерчĕç, листовкăсем валеçрĕç.

Типĕ курăка çунтарас пулсан кил хуçин çакна асра тытмалла: ĕçсене çилсĕр çанталăкра ирттермелле, курăка çунтарса ямалли участок çывăхри сыхланмалли объектран 50 метртан кая мар пулмалла, типĕ ÿсентăрансене çунтарса ярас ĕçе хутшăнакан çынсем яланах юнашар пулмалла, вĕсене пушар сÿнтермелли хатĕр-семпе тивĕçтермелле,

Кăвайт чĕртсен мĕнле хăрушлăх тухса тăни çинчен манса каймалла мар тесе асăрхаттаратпăр. Пушар алхаснине курсан «01» телефон номерĕпе шăнкăравлăр (мобильнăйран «101» номерпе).

ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика