Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе сыхлассине тимлĕх уйăрнă

10 апреля 2021 г.

Ку уйăхра республикăра ĕçри хăрушсăрлăха халалланă уйăхлăх пырать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ĕçе сыхламалли куна, ака уйăхĕн 28-мĕшне, халалланă.

Уйăхлăхăн ятарлă планне туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, çак уйăх тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Вăл шутра «Хăрушсăрлăх тата ĕçе сыхласси-2021» наукăпа практика конференцийĕ, организацисемпе предприятисен ертÿçисемпе «Производствăра аманассинчен сыхланмалли профилактика ĕçĕ: проблемăсем тата тĕллевсем» канашлу-семинар, учрежденисенче «Ĕçе сыхла-малли куна» ирттересси, ĕç сферинчи требованисене еплерех пăхăннине планпа палăртнă тĕрĕслевсем, вĕренÿ семинарĕсем тата ытти те пулĕ.

Çавăн пекех асăннă ыйтупа «Хĕрÿ лини» телефонĕсем кашни кунах ĕçлеççĕ.

Асăннă планпа пирĕн район территорийĕнче вырнаçнă «Белые камни» центрта ĕçлекенсен ĕç условийĕсене тĕрĕслеме палăртнă.

Районти культура ĕçченĕсем йăлана кĕнĕ меро-приятисене ирттерĕç. Сăмахран, «Эпĕ хам профессире – ăстаçă» ятпа культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен шкулĕ ĕçлĕ. Граждансене социаллă тата право тĕлĕшĕнчен информаципе пулăшас енĕпе ĕçлекен консультаци пункчĕн йĕркипе право сехечĕ иртĕ.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика