Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ

10 апреля 2021 г.

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Нина Викторовна ТРИФОНОВА 90 çул тултарчĕ.

Нина Викторовна Ăстакасси ялĕнче Виктор Владимировичпа Александра Денисовна Ярановсен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ çамрăклах чире пула пурнăçран уйрăлнă. Ун чухне Нина Викторовна çичĕ çулта, шăллĕсем пĕри тăваттăра, тепри пĕр çулта пулнă. Çамрăклăхĕ Тăван çĕршыв Аслă вăрçин йывăр çулĕсенче иртнĕ. Шкулта 7 класс çеç вĕренме тÿр килнĕ.

Аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрман та каснă, торф кăларнă çĕрте те вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.

1957 çулта Сĕнтĕрпуç каччипе, Петр Трифоновпа, çемье çавăрса ултă ача – пилĕк хĕрпе пĕр ывăл – çуратса ÿс- тернĕ. Нина аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Восток» совхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕшĕн ăна медаль парса чысланă. Çавăн пекех юбилей медалĕсем те чылай унăн. Нина аппа «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ.

Паянхи кун юбиляр хĕрĕпе хăтлă çуртра пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамая тăхăр мăнук тата вĕсен вунпĕр ачи куç тулли савăнтараççĕ. Çак асра юлакан паллă кунпа Нина Викторовнăна саламлама Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн тĕп специалисчĕ Лилия Михайлова, «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнне çÿрекенсем, ачисем пуçтарăнчĕç. Лилия Николаевна Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев янă салам çырăвĕсене вуласа пачĕ, парне парса чысларĕ. «Нина Викторовна, эсир хальхи ăрушăн пысăк тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир чăннипех те сирĕнпе мухтанатпăр, сывлăхăр ан хавшатăр, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр», - терĕç хăнасем кинемее саламласа. Ун ячĕпе çепĕç юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Ватă çын савăнăçне пытармарĕ, хисеп туса килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.

 

Г. СОЛОВЬЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика