Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен космонавчĕсемпе мăнаçланатпăр

10 апреля 2021 г.

Пĕтĕм тĕнче ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче этем пĕрремĕш хут уçлăха тухнăранпа 60 çул çитнине паллă тăвать.

Чăваш ялĕ Шуршăл, Кире поселокĕ, Улатăр хули. Мĕн пĕрлештерсе тăрать-ха вĕсене? Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынсем тĕрлĕ çулсенче космоса вĕçнĕ. Вĕсенчен чи палли Андриян Николаев, вăл космонавтсен пĕрремĕш отрядĕнчен, Шуршăлта çуралнă. Николай Бударин космонавт Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çут тĕнчене килнĕ. Уçлăхра чи нумай вăхăт пулнă Муса Манаровăн ачалăхĕ Улатăрта иртнĕ, унта унăн ашшĕ служба тивĕçĕсене пурнăçланă. Чăваш Ен вĕсемшĕн Тăван çĕршыв пулса тăнă, ĕç вырăнĕ – Космос.

Уçлăха тухмассерен Андриян Николаев мĕн те пулин çĕннине тунă. Вăл - креслăран вĕçерĕнсе йывăрăш çуккине хăй çинче тĕрĕсленĕ пĕрремĕш космонавт (унран маларах космоса вĕçнĕ Гагаринпа Титова кресло çумне çирĕп çыхнă). Пуринчен малтан тăватă талăк вĕçнĕ. Павел Попович космонавтпа пĕрле пĕрремĕш хут мăшăрлă вĕçнĕ, Николаев тата Попов карапĕсем пĕр вăхăтра уçлăхра пулнă, вĕсен хушшинче пĕрремĕш хут çыхăну йĕркеленĕ. Пирĕн ентеш чи малтан уçлăхран Çĕрпе çыхăнăва тухнă.

Шуршăлти Андриян Николаевăн астăвăм комплексĕнче çакăн пирки пĕтĕмпех пĕлме пулать. Пысăках мар çак ялти Космонавтика музейĕ республикăн туризм центрĕ пулса тăчĕ. Кĕçех кунта вĕрентÿ комплексĕ уçăлĕ, унта килекенсем ятарлă технологисем пулăшнипе хăйсене вĕçеври космонавт пек туйса илме, чăн-чăн обсерваторире пулса курма, интерактивлă залра космос вăрттăнлăхĕ-сем çинчен пĕлме пултарĕç.

Чăваш Енрен тухнă иккĕмĕш космонавт - Муса Манаров, унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ Улатăрта иртнĕ. Вăл та Андриян Николаев пекех икĕ хутчен космоса вĕçнĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 1987 çулта вăл Çĕр тулашĕнче чи нумай вăхăт - 365 кун та 22 сехет те 38 минут - пулса рекорд лартнă. Кун пирки ĕмĕтленме те кăткăс! Иккĕмĕш хут уçлăхра 175 талăк ирттернĕ. Пĕтĕмпе Манаров уçлăхра çулталăк çурă пулнă, çичĕ хутчен космоса тухнă.

Улатăр районĕнчи Кире поселокĕн-че çуралса ÿснĕ Николай Бударин космонавтсен çĕнĕ ăрăвĕнчен, Раççей отрядĕнчен. Бударин бортинженер пĕрремĕш хут космоса 1995 çулта вĕçнĕ. Унтан тата икĕ хутчен (1998 тата 2000 çулсенче). Ентеш уçлăхра 444 талăк пулнă, 47 сехет космосра ирттернĕ.

Николаева, Манарова тата Бударина «космос отрядĕнче» вăй хунисĕр пуçне вĕсем пурте общество ĕçне хастар хутшăнни тата тĕнче уçлăхне çул уçса панă республикăпа çыхăнăва татманни пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен кашниех Чăваш Ен суйланă депутатсем пулнă, Андриян Николаев - РСФСР Аслă Канашĕн, Манаров тата Бударин - РФ Патшалăх Думин («Пĕр- лĕхлĕ Раççей» партирен).

Çавăнпа космос теми Чăваш Ене питĕ çывăх. Чăваш Енĕн космоспа - хăйне евĕрлĕ тăванла çыхăнусем. Этем пĕрремĕш хут космоса вĕçнин юбилейĕ тĕлне эпир питĕ нумай кăсăклă тата ăс-тăна аталантаракан мероприяти хатĕрленĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕ республика çыннисене «Космосла Чăваш Ен» флэш-моба тата «РосКвиз» ăс-тăн вăййисене хутшăнма чĕнет. «Добробус» проекчĕн пĕрремĕш рейсĕ - ачасемпе пенсионерсен экскурси автобусĕ - «космос» маршручĕпе Шуршăлти музее çул тытрĕ.

- Пирĕнтен кашниех пурнă- çĕнче пĕр хутчен те пулин каçхи тÿпене тинкерсе çăлтăрсене тытса пăхасси, тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçасси пирки ĕмĕтленнех,-палăртать «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова.- Кашниех пире çак туйăм ачаран çывăх. Космонавтсем çине эпир пĕчĕкрен мăнаçланса пăхатпăр. Вĕсем вĕт унта пулнă. Вĕсем çав çăлтăрсене курнă. Çĕр çинчи ытти çынпа танлаштарсан çăлтăрсем патне çывăхарах пулнă. Эпир вĕсем космоспа йĕркеленĕ çыхăну урлă çăлтăрсем патне çывхаратпăр. Утмăл çул каялла шăпах çапла пулнă, пирĕн аслă çĕршыв Юрий Гагаринпа пĕрле çăлтăрсене перĕннĕ. Кайран та пирĕн кашни космонавт космоса вĕçнĕ чухне çаплах пулнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Андриян Николаев, Муса Манаров, Николай Бударин - пирĕн ентешсем. Эпир вĕсене Чăваш Ене çăлтăрсем патне çывхартнăшăн, пире Тĕнче уçлăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçса панăшăн тав тăватпăр. Çакă питĕ хаклă. Вăл – яланлăха.

Чăваш Енĕн космос историйĕ малалла тăсăлать. Космонавтсен отрядĕнче ентешсене тата та курăпăр-ха. Ахăртнех, вăл Андриян Николаев музейĕнчи экспонатсене тĕлĕнсе сăнакан тата тĕнче уçлăхĕ пирки ĕмĕтленекен, космоспа çыхăннă тĕллевсене палăртакансен хушшинчех çÿрет.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика