Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çулçурев иртрĕ

10 апреля 2021 г.

Виçĕмкун Сĕнтĕрвăрри районне Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов ĕçлĕ визитпа килчĕ.

Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕ-пе Владимир Мустаевпа курнăçрĕ.Тĕлпулăва ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Фарад Зейнетдинов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Мартьянова хутшăнчĕç. Пухăннисем Раççейри тата Чăваш Енри эпизоотика лару-тăрăвне сÿтсе яврĕç.

Малалла Константин Вячеславович районти ветстанцин ĕç коллективĕ-пе тĕл пулчĕ. Ветеринари ĕçченĕсене выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк чирĕсене сарăлма чаракан мероприятисене вăхăтра ирттермелли çинчен аса илтерчĕ, 2021 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ çĕнĕ правилăсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Çавăн пекех районти ветеринари службин пурлăхпа техника никĕсĕн тăрăмне, бюджет ĕç-хĕлĕнче тупăш ÿстермелли майсене, çамрăк специалистсене ытларах явăçтармаллине, модульлĕ ветеринари пунк- чĕсем тумаллине, ĕçченсен квалификацине ÿстерессине пăхса тухрĕç.

Ĕçтешсем умĕнче Кон-стантин Викторов районта инфекци чирĕсемпе кĕрешес ĕçе вăйлатма тĕллев лартрĕ. Выльăх хуçисемпе профилактика ĕçĕсене малалла тăсмалла, тивĕç мероприятисем ирттермелле тесе палăртрĕ ведомство ертÿçи.

Унтан Константин Вячеславович «Смак-Агро» ял хуçалăх организацинче пулчĕ. Паянхи кун унта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 1969 единица шутланать, вăл шутра - 314 ĕне. Сĕтĕн вăтам сăвăмĕ пĕр ĕнерен 1981 кг танлашать. Кунта ведомство ертÿçи организацин ĕç-хĕлĕпе, выльăх-чĕрлĕх тытмалли условисемпе, меслетсемпе паллашрĕ.

Тĕлпулăва вĕçленĕ май Константин Викторович районта эпизоотика лару-тăрăвĕ лайăх пулнине палăртрĕ.

 

А. БОГОЯВЛЕНСКАЯ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика